Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Пурпĕр çурăлмалла:
Пĕр çын пасара кайнă та такана илес тесе çӳрет. Сутуçă патне пынă тет те:
— Такана мĕн хак? — тесе ыйтать, тет. — Çав хак, — тесе калать, тет, сутуçă. — Çурăкки пур-и, çурăкки? — тесе ыйтать, тет, лешĕ. — Мĕншĕн сана çурăкки кирлĕ? — тесе ыйтаççĕ, тет, çынсем. Вара: — Вăл пурпĕр хăçан та пулсан пĕрре çуралмалла, — тесе калать, тет, илекен. Çапла укçа парса илнĕ те каланă: — Ме каллех, çур та çĕлесе пар, — тенĕ. Сутуçă вара таканана çурса панă та уншăн тата укçа илнĕ. Леш вара, çурса çĕленĕ таканана илсе, савăнсах киле таврăннă. ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 17:27:05 вăхăтра улăштарнă. 9098 хут пăхнă. | |
|